Паян Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн, РСФСР тата ЧАССР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РФ хисеплӗ ҫӗр йӗркелӳҫи, Етӗрне районӗн тата Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ Аркадий Айдак ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче ҫуралнӑ, асӑннӑ тӑрӑхри «Лениская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза чылай ҫул ертсе пынӑ ҫын В. Давыдов-Анатри сӑввипе А. Асламас (вӑл та Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралнӑ) кӗвӗленӗ «Чупрӑм тухрӑм кӳлӗ хӗррине» юрра питӗ килӗштернине пурте илтмен пулӗ.
Аркадий Айдака ҫывӑх пӗлнӗ Валентин Григорьев журналист паян «Хыпар» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ аграрин сасси уҫӑ та янӑравлӑ пулнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, «мӑнаҫлӑн тулли сасӑпа юрланӑран хӑшӗ: «Айдак юрлама пуҫласан ялтан курак тухса тарать пуль», — тенӗ.
Етӗрне районӗнчи Тури Мучар шкулӗ юхӑнса ларни ял халӑхне пӑшӑрхантарать. 2 хутлӑ пӗлӳ ҫурчӗ 10 ҫул ӗнтӗ ахаль ларать. Ачасем унта 2008 ҫулччен вӗреннӗ. Унтанпа ҫак ҫурт пушӑ ларать. Ӑна туянакан тупӑннӑ-ха, анчах ял халӑхӗ кӑмӑлсӑрланнӑ.
Ялта ачасен шучӗ чаксах пынӑ, ҫавна май 2008 ҫулта ӑна хупнӑ. Шӑпӑрлансене Мӑн Чураш шкулне автобуспа илсе ҫӳреме тытӑннӑ. Тепӗр ҫултан шкула Мучар ял тӑрӑхӗн балансӗ ҫине куҫарнӑ. Анчах ӑна пӑхса тӑма хыснара укҫа ҫук-мӗн. Ҫавна май шкул юхӑнсах пынӑ.
2013 ҫултанпа шкула ҫурта сутма хӑтланнӑ. Анчах туянакан тупӑнман. Иртнӗ ҫул шкула 3 хутчен аукциона тӑратнӑ. Усси пулман. Юлашкинчен ҫурт юхӑннӑ тесе палӑртнӑ. Кӗҫех ӑна туянма хатӗр усламҫӑ тупӑннӑ. Анчах вӑл ӑна пасса кайма шут тытнӑ. Ку вара ял халӑхне пӗрре те савӑнтарман.
Ял халӑхӗ инвестор килессе кӗтсе пурӑннӑ. Тӗрӗслӗх шыраса вӗсем район прокуратурине те ҫитнӗ. Шкул паян вырӑнтах ларать-ха. Ял халӑхӗ ӑна куҫарма парасшӑн мар. Анчах унпа мӗн пулӗ? Хальлӗхе ку хуравсӑр ыйту.
Чӑваш Енре килекенсемпе кунтан каякансене республикӑн статистика органӗ кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхпа шутласа пӑхнӑ та, ют урӑх ҫӗре каякансем пирӗн тӑрӑха килекенсенчен ытлараххи палӑрнӑ. Миграци енчен ҫапла вара пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче 758 ҫын сахалланнӑ.
Малтанласа шутланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енрен 4 977 ҫын кайнӑ, региона 4 219-ӑн килнӗ.
Урӑх ҫӗре кайнисенчен питӗ пысӑк пайӗ, 470 ҫын, ҫӗршывӑмӑрӑн урӑх регионне ҫул тытнӑ. Ытти ҫӗршыва 277-ӗн кайнӑ.
Пирӗн тӑрӑха килнӗ 4219 ҫынтан 3268-шӗ — урӑх регионсенчен, 951-шӗ — ытти ҫӗршывран.
Хулара пурӑнакансен йышӗ 594 ҫын хушӑннӑ. Ялтисен йышӗ 1352 ҫын чакнӑ. Елчӗк, Патӑрьел, Етӗрне районӗсенчен ытларах куҫса каяҫҫӗ. Ҫынсенчен ытларахӑшӗ Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене тата Шупашкар районӗсене куҫса килеҫҫӗ.
Паян Етӗрне районӗнчи депутатсем черетсӗр ларӑва пухӑннӑ. Унта пӑхса тухнӑ тӗп ыйтусем кадрсемпе ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ.
«Халӑх тарҫисем» Етӗрне районне ертсе пынӑ Владимир Иванова ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Вӑл район пуҫлӑхӗ те, Депутатсен районти пухӑн те ертӳҫи пулнӑ. Ӑна никам та ирӗксӗр хӑтарман. Депутат полномочийӗнчен хӑтарма ыйтса вӑл хӑй аллипех тата кӑмӑлпах ҫырнӑ, мӗншӗн тесен маларах ӑна районти Кӑкшӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Сӑмах май, районти Депутатсен пухӑвне те ӑна ҫав округпах суйланӑ.
Паянах районти «халӑх тарҫисем» район пуҫлӑхне суйланӑ. Вӑл должноҫе Олег Паликина лартнӑ. Районти Депутатсен пухӑвне 3-мӗш Тӗп суйлав округӗпе суйланнӑскер Етӗрнери агротехника техникумне 2009 ҫулта ертсе пырать.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра агроклассем уҫӑлаҫҫӗ. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри паллӑ ҫыннӑн Аркадий Айдакӑн тӑван ялӗнче, Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче, кунашкал класс йӗркеленӗ.
Унта ӑс пухакан ачасем инженери тата естественнӑй ӑслӑлӑхсем енӗпе ӑс пухӗҫ. Агрокласс шкул ачисене Чӑваш Енри ял хуҫалӑх тытӑмӗн аталанӑвӗпе ҫывӑхрах паллашма май парать – ҫапла палӑртать ЧР Ял хуҫалӑх министерстви. Ҫавӑн пекех шӑпӑрлансем хальхи технологисемпе, хатӗр-хӗтӗрпе тата техникӑпа паллашаҫҫӗ.
Кунашкал агроклассем республикӑри темиҫе районта уҫӑлнӑ.
Туризмӑн федераци агентстви ял туризмӗ мӗнле аталаннине тишкернӗ, топ-10 региона палӑртнӑ. Унта пирӗн Чӑваш Ен те кӗнӗ.
Кунсӑр пуҫне топ-10 списока Белгород, Ленинград, Калуга, Калиниград, Мускав, Тамбов облаҫӗсем, Карели, Коми республикисем, Алтай крайӗ кӗнӗ. Чӑваш Республикинче туристсене ытларах «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗ, «Сӑрҫи» заповедник, Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗ, Шуршӑлти А.Г.Николаев ячӗллӗ асӑну комплексӗ, Муркаш районӗнчи тури чӑвашсен музейӗ, Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнчи чукун ҫул кӗперӗ, Муркаш районӗнчи ватӑ юман тата ыттисем илӗртеҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш Енре ял тата экологи туризмӗ Шупашкар, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Тӑвай, Муркаш районӗсенче аталанма тытӑннине палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнче — ҫӗнӗ прокурор. Нумаях пулмасть, ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Генпрокурорӗ кун пирки хушӑва алӑ пуснӑ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, малашне ку должноҫе юстицин аслӑ советникӗ Фуражников Юрий Алексеевич йышӑнать. Вӑл 55 ҫулта.
Юрий Алексеевич Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче 1962 ҫулта ҫуралнӑ, унтах ӳснӗ. Етӗрне районне куҫариччен вӑл Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел районӗсен прокурорӗ пулнӑ.
Юрий Фуражников ҫемьеллӗ, унӑн икӗ ача пур.
Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен Росавтодортан Пӑрачкав кӗперне юсама укҫа ыйтнӑ. Унтан хурав килнӗ: чи малтан укҫа-тенкӗ пуҫӑннӑ объектсене вӗҫлеме кайӗ.
Анчах ку республикӑна укҫа килмессине пӗлтермест. Пӑрачкав районӗнчи Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере федераци укҫи-тенкипе юсас шанчӑк пур-ха. Федераци хыснинчен уйӑрса памасан та Чӑваш Енӗн укҫа тупма тивет, кӗпере ҫитес икӗ ҫулта юсамаллах. Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ.
Кӗпере юсамалли проекта 2015 ҫултах хатӗрленӗ. Кун валли пӗтӗмпе 565,144 миллион тенкӗ кирлӗ. Минтранс ку лару-тӑрӑва сӑнаса тӑрать. Хальлӗхе вара кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура.
Унччен ҫак кӗпере «Платон» тытӑмӗ пухнӑ укҫапа юсассине пӗлтернӗ. Анчах ҫав укҫа, 68 миллион тенкӗ, Етӗрне районӗнчи Сӑр урлӑ кӗпере юсама кайӗ.
Чӑваш Енре «Ҫулталӑкри вӗрентекен» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Кӑҫал ку ята кам тивӗҫнӗ-ха?
Конкурса 26 вӗрентекен хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкулта ачасене пӗлӳ паракан Лариса Семеновӑна вара ҫитекенни пулман.
Конкурсҫӑсене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та килнӗ. Лариса Семенова республика ертӳлӗхне педагогика тытӑмӗ валли нумай ӗҫ тунӑшӑн тав сӑмахӗ каланӑ.
«Ҫулталӑкри воспитатель» номинацире Шупашкарти 178-мӗш ача пахчинчи Наталия Машанова ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх класс ертӳҫи» - Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицей вӗрентекенӗ Елена Порфирьева. «Ҫулталӑкри социаллӑ педагог» - Етӗрне районӗнчи Тури Ачак шкулӗнчи Татьяна Яжейкина. «Ҫулталӑкри психолог» - Трак шкулӗнчи Анастасия Васильева. «Педагогика дебючӗ» номинацире Шупашкарти 19-мӗш шкул вӗрентекенӗ Татьяна Мигушова мала тухнӑ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Етӗрне районӗнчи тӗпчевҫӗсем ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнче пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кивӗ Атикасси ял тӑрӑхӗн депутачӗ шутланакан 36 ҫулти хӗрарӑм маларах граждансен кредит кооперативӗнче кассирта ӗҫленӗ. Шӑпах ун чухне вӑл ҫынсене улталанӑ тата ют укҫана кӗсьене пӗтӗрсе чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи раштавччен ҫав хӗрарӑм кассӑран 800-е яхӑн пин тенкӗ вӑрланӑ. Хӑш чух укҫана кассӑран илнӗ, хӑш чухне ҫынсене кивҫен панӑҫи туса хутсем хатӗрленӗ.
Кассир пулнӑскерӗн ултавне палӑртас тесе тӗпчевҫӗсем документсене тишкернӗ, 20 ытла кӳнтелемпе калаҫнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |